Хӗрлӗ Чутай районӗн арҫынни Мускавран килме тухсан ҫухалнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл Щелково автовокзалӗнче киле килме билет туяннӑ. Анчах Чӑваш Ене ҫитеймен.
Дмитрий Бахметьев Мускавра 10 ҫул ытла ӗҫлет. Вӑл 29-та. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Дмитрий ку таранччен кун пек ҫухалса ҫӳремен.
Дмитрий патне шӑнкӑравласа ҫитме ҫук, телефонӗ ҫутӑ мар. Ҫухалнӑ чухне унӑн пӗрле хура чӑматан пулнӑ.
Дмитрий Бахметьева курсан 8 800 700 54 52 е 112 номерпе шӑнкӑравламалла.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ҫыннисем ялта шыв ҫуккишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Вырӑнтисем шыв кӗртмешкӗн 2020 ҫулта укҫа пуҫтарнӑ, анчах паянхи кун та шыв кӗртмен. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Рекорд» радио журналисчӗн тата тата радио итлекенсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.
Регион ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 857 объекта хута ямашкӑн укҫа-тенкӗ пӑхса хунӑ. «Кашни яла шывпа тивӗҫтерме тӑрӑшӑпӑр, анчах пӗр вӑхӑтра тумалли ӗҫ мар ку», — тенӗ Олег Алексеевич.
Калаҫура тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Чылайӑшне хаксем ӳсни кулянтарать. Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра хаксем чакма тытӑннӑ. Стройматериалсен хакӗ 20 процент чакнӑ-мӗн.
Пирӗн регионта 600-е яхӑн ҫӗвӗҫ кирлӗ. Специалистсем ҫитменнипе республикӑра ҫӗвӗҫсен пӗрремӗш класӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Вӗренӳ министерстви пӗлтерет.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнчи 7-8-мӗш класри хӗрачасем ҫӗвӗҫ ӑсталӑхне вӗренме тытӑннӑ. Кунсӑр пуҫне аслӑ ӳсӗмри ҫынсен ушкӑнӗсене те йӗркелеме палӑртнӑ. Унта ӗҫсӗррисем, ӗҫрен кӑларса ярас хӑрушлӑх пур ҫынсем кӗрӗҫ. Вӗсем те ҫӗвӗҫе вӗренӗҫ.
Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен республикӑра 400 профиль класӗ уҫма палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче – «Педагогика», «Медицина», «Ял хуҫалӑхӗ», «Машиностроени», «Электроэнергетика» тата ытти.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорне, педагогика наукисен кандидатне Анатолий Данилова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Ӑна сӑнарлӑ ӳнере аталантарма тата ӑслӑлӑхпа педагогика ӗҫ-хӗлне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн чыслама йышӑннӑ.
Анатолий Васильевич — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн хисеплӗ ҫынни, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни, Чӑваш Республикин халӑх художникӗ.
Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх пединститутӗнчи (халӗ — университет) художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 65 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫыннӑн сывлӑхне асӑрханмасӑр сиенлетсе ӑна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 21 сехетре ҫак ӳсӗр хӗрарӑм пӗрле пурӑнакан 61 ҫулти арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна ҫӗҫӗпе темиҫе хутчен чикнӗ.
Арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл реанимацире 12 кун пурнӑҫпа вилӗм хушшинче выртнӑ. Шел те, нарӑсӑн 22-мӗшӗнче унӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.
Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Пуҫиле ӗҫе тишкернӗ чухне вӑл решетке хыҫӗнче пулӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Асран кайми Ялкир» курав уҫӑлнӑ. Ӑна поэт, драматург, тӑлмачӑ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Куравра Петӗр Ялкирӑн не паллаштаракан кӗнекесем, сӑнӳкерчӗксем тата ытти вырӑн тупнӑ.
Курава уҫнӑ ҫӗре поэтӑн тӑванӗсем, ҫыравҫӑсем, артистсем, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем пырса ҫитнӗ. Петӗр Ялкирӑн ентешӗсем – Хӗрлӗ Чутай ентешлӗхӗн хастарӗсем (ертӳҫи Владимир Савинкин) – те пулнӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсем Ираида Филимонова тата Венера Иванова та хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗн ҫумӗ Лидия Филиппова тата Раиса Воробьева ҫыравҫӑ тухса калаҫнӑ.
Петӗр Ялкирӑн мӑнукӗ Дмитрий Тихонов ҫывӑх ҫыннине асра тытнишӗн тав тунӑ.
Кӑҫал Республика кунӗ хӑш районта иртессине палӑртнӑ. Вӑл – Куславкка районӗ. Паллах, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта та уяв пулӗ.
Республика кунӗнче 30 ытла мероприяти иртмелле. Ҫав йышра, паллах, фейерверксен «Асамат» фестивалӗ те. Анчах юлашки икӗ ҫулта пандемие пула уяв ячӗпе салют яман.
Аса илтерер: 2019 ҫулта Республика кунӗ 2019 ҫулта - Улатӑр районӗнче, 2020 ҫулта – Хӗрле Чутай районӗнче, 2021 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнче иртнӗ.
"Ял тухтӑрӗ" программа Чӑваш Енре 2020 ҫултанпа пурнӑҫланать. Унтанпа ялти шкулсене 8 вӗрентекен ӗҫлеме кайнӑ. Кӑҫал 4 ваканси пур, ҫавна май хыснаран 4 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Аса илтерер: ялти шкула ӗҫлеме кайнӑ педагогсене 1 миллион тенкӗ параҫҫӗ. 50 пин таран ҫын пурӑнакан пӗчӗк хуласене те ӗҫлеме кайма юрать. Программӑпа килӗшӳллӗн ялти шкула кайнӑ вӗрентекенсен 5 ҫул ӗҫлемелле.
Кӑҫал Куславкка районӗнчи Тӗрлемес шкулне вырӑс чӗлхин учителӗ кирлӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь шкулне вара - ют чӗлхесен учителӗ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗн шкулӗнче пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ ҫимест, Тӑвай шкулӗнче математика вӗрентекенне питӗ кӗтеҫҫӗ.
Программӑна 55 ҫул тултарман педагогсем хутшӑнаяҫҫӗ.
Раҫҫейре электротранспорт валли инфраструктура хатӗрлессипе пилотлӑ сӑнав ирттерме йышӑннӑ. Электромобильсемпе электробуссем валли зарядка станцийӗсене федераци пӗлтерӗшлӗ ҫулсем хӗрринче тата ятарлӑ территорисенче туса лартӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
Пилотлӑ эксперимент 2024 ҫулччен пурнӑҫа кӗрӗ. Унта 16 территорипе пӗр автомагистраль кӗнӗ.
2022 ҫул тӗлне зарядка инфраструктурине Краснодар крайӗнче, Крымра тата Севастополь хулинче, Ленинград, Мускав, Чулхула, Сахалин облаҫӗсенче, Тутарстанра туса лартмалла. Пилотлӑ ҫул вара «Дон» М-4 федераци трасси тесе йышӑннӑ.
2023 ҫул тӗлне зарядка станцийӗсем Владимир, Воронеж, Калининград, Липецк, Ростов, Тула облаҫӗсенче, Приморье тата Ставрополь крайӗсенче, Чӑваш Енре, Мускавра тата Питӗрте пулӗҫ.
Шупашкарта – 32 станци, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 2, Етӗрне, Куславкка, Ҫӗрпӳ районӗсенче – 2-шер, Куславкка районӗнче – 2, Шупашкар районӗнче — 4, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче — 1-ер.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр ялӗнче пурӑнакан 35 ҫулти каччӑна ашшӗне вӗлернӗ тесе тытса чарнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Икӗ арҫын, аслипе ҫамрӑкки, тепӗр майлӑ каласан, ашшӗпе ывӑлӗ, малтан пӗрле ларса эрех ӗҫнӗ. Киккирикӗсем самай хӗрсен харкашма тытӑннӑ. Ҫамрӑкки ҫӗҫӗ ярса илнӗ, 52-ри ашшӗне кӑкӑр тӗлнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вырӑна васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ-ха, анчах шар курни машинӑра вилсе кайнӑ.
25 ҫулти ҫамрӑк ҫывӑх вӑхӑтра суд тенкелӗ ҫине ларӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |